Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Юлташу хӑвӑнтан лайӑхрах пултӑр.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Иван Малкай пирки асаилнисем

ЧР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Петӗр Ялкир сӑвӑҫ аса илнинчен:

1931 ҫулта «Ҫамрӑк колхозник» хаҫатра Иван Малкай хӑйӗн малтанхи сӑввисенчен пӗрне пичетлесе кӑларнӑччӗ. Эпӗ ҫав кӑмӑллӑ сӑвва касса илсе ятарлӑ папкӑна хунӑччӗ.

Атӑл тӑрӑх пӑрахут иртет-и,
Чӑшӑл-чӑшӑл хумсене сирет-и? — Сирет!
Шупашкар тӗлне часах ҫитет-и,
Пире те ҫула тухма чӗнет-и? — Чӗнет!
Палуба ҫинче сар хӗр тӑрать-и,
Ман енне пӑхса йӑл-йӑл кулать-и? — Кулать!

Иван Малкай сӑвви-поэмине эпӗ шкулта вӗреннӗ чухне вулама пуҫланӑ. Вӗсем «Ҫамрӑк колхозник», «Канаш», «Колхозник уявӗ», «Пионер сасси» хаҫатсенче, «Сунтал» («Ялав»), «Трактор» («Тӑван Атӑл»), «Хатӗр пул», «Капкӑн» журналсенче пичетленчӗҫ. Хӑш-пӗр сӑввине пӑхмасӑр калама вӗренсе уяв каҫӗсенче халӑха паллаштараттӑм. 1938 ҫулта Малкайӑн «Сӑвӑсем», 1939 ҫулта «Сывлӑм» кӗнекисем тухсан ун пултарулӑхӗпе тӗплӗнрех паллашнӑччӗ. Ҫӗнӗлле янӑракан сӑвӑсемпе хавхаланса хам та ҫырма тӑрӑшаттӑм.

1940 ҫулта, Хӗрлӗ Чутай район хаҫатӗнче ӗҫлеме тытӑнсан, Шупашкара килтӗм те «Ҫамрӑк большевик» хаҫат редакцийӗнче Иван Григорьевичпа паллашрӑм. Вӑл ман сӑвӑсене тишкерсе тухса паха сӗнӳсем панӑччӗ. Икӗ сӑввине редакцилесе пичетлеме пулӑшрӗ.

Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи хыҫҫӑн паллӑ сӑвӑҫпа пайтах тӗл пултӑмӑр. Вӑрнарта райхаҫат редакцийӗнче ӗҫленӗ чухне Иван Григорьевич пырсан яланах ялсенче литература каҫӗ ирттереттӗмӗр. Вӑл хӑйӗн сӑввисене илемлӗ те сӑнарлӑ ҫыратчӗ.

Шурӑм пуҫ пек шурӑ кӑвакарчӑн
Танк ҫине хӑюллӑн пырса ларчӗ.
Каллӗ-маллӗ утса пӑхкалать,
Кӑлтӑр-кӑлтӑр туса тем калать.
Чӗлхи ҫук та, калӗччӗ пурне те:
Вӑл юратнӑ капӑр карниса
Фашистсем ҫунтарнӑ-мӗн пырса.

Сӑввисене халӑх умӗнче вӑл уҫӑ сассипе янӑравлӑ та витӗмлӗ каласа паратчӗ. Хӑшӗ-пӗри пек кӗнеке тӑрӑх вуламастчӗ, пӑхмасӑрах пӗлетчӗ.

Иван Григорьевич 60 ҫул тултарнӑ ятпа Ҫӗрпӳ районӗнче литература эрни ирттернӗччӗ. Унта Аркадий Ӗҫхӗл, Алексей Воробьев, Георгий Краснов, Петр Львов, Юрий Сементер хастар хутшӑнчӗҫ. Поэта ентешӗсем пур ҫӗрте те ӑшшӑн та кӑмӑллӑн чысларӗҫ.

Литература каҫӗ Малкай ҫуралнӑ ялта Кӑтакра «халӗ Первомайски» уйрӑмах пысӑк ҫӗкленӳпе иртрӗ. Ун чухне поэт тӑван тавралӑхне халалланӑ сӑввисене чунран вуларӗ:

Эп тӑван Кӑтак ҫине пӑхатӑп...
Ешӗл хум чупать патрах — хирте.
Инҫех мар юхать, ав, Путанар та, —
Юмахри пек тӑван ен хитре.

Эп кунта ҫуралнӑ. Мана паллӑ
Кашни утӑм ҫӗрӗ ачаран.
Ҫавӑнпа нихҫан та ҫав тавралӑх
Ҫухала пӗлеймӗ куҫӑмран.

Иван Григорьевич 1959 ҫулта, хӑй ҫур ӗмӗре ҫывхарнине пӑхмасӑр, чӑваш хӗр-каччипе пӗрле Алтай ҫеҫен хирӗсенче ҫерем уҫнӑ ҫӗре ӗҫлеме кайни халӗ те асӑмрах. Ӑна ВЛКСМ тӗп комитечӗ «Ҫерем ҫӗрсене уҫнӑшӑн» медаль те парса чысларӗ. Ҫавӑн чухне ҫырнӑ «Эпир Атӑл ҫинчен», «Чӑваш хӗрӗ», «Тулӑ пучахӗ», «Хитре-ҫке ҫерем ҫӗрӗсем» ятлӑ сӑввисем уйрӑмах витӗмлӗ.

1957 ҫулта литература ӗҫӗпе пурӑнма пуҫларӗ вӑл. 20 ытла кӗнеке кӑларма ӗлкӗрчӗ, 55 ҫул сӑвӑ ҫырчӗ. Композиторсем ун сӑввисемпе юрӑсем чылай кӗвӗленӗ. Вӗсенчен паллӑраххисем ҫаксем: «Ай-хай, лӑпкӑ мар», «Куккук канмасӑр авӑтатчӗ», «Атӑл ҫинче», «Парне»...

И.Малкай хӑйӗн литературӑри тивӗҫне ӑнланса ӗҫленӗ. Пӗр сӑввинче ҫапла ҫырать вӑл:

Эс те пурнӑҫра — хӗрӳ вӗркӗч,
Ҫӗкле ҫӳлерех ҫулӑмна.
Эс хунӑ кашни ҫӗнӗ кирпӗч
Кайран аса илтертӗр хӑвна...

Хитре ҫут ҫанталӑк илемӗ,
Эс ху та пулсассӑн хитре.
Яту сан нихҫан та кивелмӗ,
Ҫын ырлӑх туптанӑ ҫӗрте.

ЧР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Геннадий Кузнецов аса илнинчен:

Малтанхи хут унпа хам вунҫиччӗре чухне тӗл пулнӑччӗ. Пирӗн яла, Канаш районӗнчи Ҫӗнӗ Шуртана, килнӗччӗ вӑл.

Хӗллехи кӗске кун вӗҫленнӗ хыҫҫӑн ял-йыш пысӑках мар клуба пуҫтарӑнчӗ. Унта Иван Малкайӑн «Сывлӑх сунса» кӗнеки тӑрӑх вулакансен конференцине ирттертӗмӗр. Ҫавӑнта хутшӑнма чӗнсе ҫыру ҫырса янӑччӗ эпӗ Писательсен союзӗн правленине. Иван Григорьевич Канашран 275-мӗш разъезда Улатӑра ҫӳрекен пуйӑспа ҫитнӗ. Унтан ӑна пирӗн яла лашапа илсе килнӗ. Лавҫи – манӑн кӳршех, Герман Петров конюха кун пирки малтанах пӗлтерсе хунӑччӗ.

Шуртансем умӗнче хавхаланса калаҫрӗ сӑвӑҫӑмӑр, хӑйӗн ҫӗнӗ хайлавӗсене пӗтӗм кӑмӑлтан, ӑш-пиллӗн вуласа пачӗ. Пирӗн ялти пултарулӑх ушкӑнне ҫӳрекенсем унӑн сӑввисемпе кӗвӗленӗ юрӑсене шӑрантарчӗҫ. Ҫӗкленсе те тӳпене вӗҫсе кайнӑн пӗр юррине, «Куккук канмасӑр авӑтатчӗ» текеннине, клуба пуҫтарӑннӑ мӗн пур ҫын ура ҫине тӑрса юрларӗ. Ҫавӑн чухне куҫӗсем шывланчӗҫ Малкайӑн, вӑл халӑха чун-чӗререн пуҫ тайсах тав турӗ.

Ҫур ҫӗрчченех тӑсӑлчӗ тӗл пулу. Ҫӗр каҫма хамӑр пата илсе кайрӑм хаклӑ хӑнана. Кӑштах кӗрекере ларнӑ хыҫҫӑн Иван Григорьевич хӑйӗн сӑввисене вулама пуҫларӗ. Ирччен те куҫ хупмарӑмӑр темелле. Кӑнтӑрла иртсен ӑна лашапах разъезда леҫсе ятӑмӑр. Вӑл мана килти адресне пачӗ.

— Шупашкара пырас-тӑвас пулсан ман пата кӗмесӗр кайсан кӳренетӗп, — терӗ вакуна кӗрсе ларас умӗн.

Шӑпа каярахпа темиҫе хутчен те тӗл пултарчӗ унпа. Хӑйӗн хваттерӗнче те, Писательсен союзӗн ҫуртӗнче те пӗрре кӑна мар тӗл пулса калаҫнӑ эпӗ Иван Григорьевичпа. Кашнинчех Шуртансене салам каласа яратчӗ.

Пӗррехинче хӑюлӑх ҫитерсе ӑна хамӑн сӑввӑмсене кӑтартрӑм. Усӑллӑ сӗнӳ-канаш чылай пачӗ поэт, хӑйне уйрӑмах килӗшнисене суйласа илчӗ. Тепӗр темиҫе кунран «Ҫамрӑк коммунист» хаҫата алла тытрӑм та виҫҫӗмӗш страницӑра хамӑн хайлавсене курах кайрӑм. Пӗчӗк ум сӑмах та пур иккен, ӑна Иван Малкай хӑй ҫырнӑ. Унта мана пиллесе ӑшӑ сӑмахсем каланӑ вӑл, ҫанӑ тавӑрсах ӗҫлеме, вулакансен кӑмӑлне ҫырлахтаракан япаласем ҫырма ырлӑх-сывлӑх суннӑ. Пӗрремӗш Вӗрентекенӗме ҫавӑншӑн тав тума та ӑс ҫитереймен ҫав эпӗ айванскер...

Хӑй вӑхӑтӗнче ҫак ҫыравҫӑн пултарулӑхне тивӗҫлипе хаклакан пулмарӗ. Ытларах критика саламачӗпе «хӑналанӑ» ӑна. Ман шутпа, Иван Малкай чӑваш поэзийӗнче тивӗҫлӗ вырӑн йышӑнакан япала сахал мар хайланӑ. Шӑнкӑр шыв юххи пек вуланаҫҫӗ вӗсем, кӑмӑлра ӑшӑ, ырӑ туйӑмсем хускатаҫҫӗ.


 
Категорисем: Иван Малкай
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2011-12-28 16:44:06 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 4906 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем